Шупашкар

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Шупашкар (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Шупашкар
Şupaşkar
Хула гербĕ
Патшалăх:Раççей
Регион:Чăваш Ен
Никĕсленĕ:1236
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын:496 238 (2023)
Хула лаптăкĕ:251 км2
Геогр. анлăхĕ:56° 04'
Геогр. вăрăмлăхĕ:47° 10'

Шупашкар (Şupaşkar, выр. Чебоксары) — Чăваш Республикин тĕп хули. Атăл юханшывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă пысăк порт. Атăлçи тăрăхĕнчи чи пысăк тĕн, экономика, политика, ăслăлăх, культура тата спорт центрĕсенчен пĕри.

Шупашкар гербĕ (1781)

Шупашкар хули тăрăхĕ йĕркелет. Шупашкар хулин тăрăх Муркаш, Трак, Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри районĕсемпе тата Çĕнĕ Шупашкар хулипе чикĕленет.

Хула кунне çурла уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. Шупашкарта пĕтĕмпе 496 238[1] çын пурăнать.

Тавралăхĕтӳрлет

Чăваш Ен картти

Шупашкар Чулхулапа Хусан хулисем хушшинче, Атăл юхан шывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. Шупашкар виçĕ района пайланать: Калинин районĕ, Ленин районĕ, Мускав районĕ тата Атăл лешьенчи çĕр тытăмĕ.

Шупашкартан инçех мар хула-спутникĕ Çĕнĕ Шупашкар вырнаçнă. Унта пĕтĕмпе 125 пин çын пурăнать.

Хула варринче
«Анне» палăкĕ
Шупашкар кӳлмекĕ çумĕнче

Чăваш Енĕн тĕп хулитӳрлет

Chuvashia-EXPO центрĕ
Шупашкарти православи чиркĕвĕ

1920 çулта Шупашкар Чăваш автономлă облаçĕн тĕп хули пулса тăрать. 1925 çулхи ака уйăхĕн 21 мĕшĕнче Чăваш автономлă облаçе Чăваш АССР çине куçарнă. Шупашкар Чăваш АССР тĕп хули пулса тăнă.

Кунçултӳрлет

Тĕплĕнренрех Шупашкар историйĕ статьяна вулăр.

Хула пулса кайнитӳрлет

Каховский Василий Филиппович профессор ирттернĕ археологи экспедицийĕ кăтартнă тăрăх, Шупашкар пулса каяс умĕн çак вырăнта хула евĕр хулаш пулнă. Вăл XIII—XIV ĕмĕрсем хушшинче йĕркеленнĕ, унта пăлхар-чăвашсем пурăннă.

Венецири Францискпа Доминика Пицигани 1367-мĕш çулхи пысăк картти çинче тата Каталинскин 1375-мĕш çулхи атласĕн виççĕмĕш картти çинче Шупашкар вырăнĕнче ятсăр хула тăнă. Маларах тунă карттăсем çине таянса 1459-мĕш çулта Фра-Мауро Альфонс V Португали патши валли карттă хатĕрленĕ. Унта Шупашкар вырăнĕнче Вăта-Сăвар хули тăнă. Апла пулсан та хулана 1469 çулта никĕсленĕ тесе палăртаççĕ. Шăпах çак çулта вырăс çулçиравсенчĕ Шупашкар пирки пĕрремĕш хут асăннă. Ҫулçирав тăрăх, хулара ирĕк халăхсене пусмăрлас тесе Хусана каякан Иван Дмитриевич Рун воевода чарăннă.Хаяр Йăван 1555 çулта вырăнти халăхсене алăра тытса тăрас тесе кунта вырăссен çар хӳтлĕхне çĕклеме хушнă.Хулан хӳтлĕхĕ пулнă. Пăлхавçăсем ăна темиçе хут та çунтарса янă, юлашки хут çунса кайнă хыççăн ăна урăх хăпартман.

Историксем хула пулса кайнă çула тепĕр хут пăхса тухма хистеççĕ. Юлашки археологи тĕпчевĕсене кура, Шупашкара XIII ĕмĕртех Сăвар хулинчен куçса килнĕ пăлхарсем йĕркеленĕ.

Хула йĕркеленнĕ тапхăрсемтӳрлет

Пĕрремĕш тапхăртӳрлет

Пĕрремĕш тапхăра 1555 çулччен тесе палăртма пулать. Авалхи хулаш Чебоксарка вăррийĕн айлăмĕнче икĕ çыран хĕррипе вырнаçнă пулнă. Асăннă тапхăрăн архитектура палăкĕсем сыхланса юлман. Хуралтăсем пулни çинчен археологи тĕпчевĕсенчен кăна паллă. Çуртсем йывăçран пулнă. Археологсем тупнă лаптак кирпӗчсемпе, ахăртнех, тӗпсакайӗнче тата шалта кăмакасем тунă чух усă курнă.

Иккĕмĕш тапхăртӳрлет

Вырăс влаçӗ Шупашкарта йывăçран кремль тунă вăхăта иккӗмӗш тапхăр пуçламăшӗ тесе палăртма пулать. Вăл XVII ӗмӗр варричен тăсăлать. Ку та йывăç зодчествин тапхăрӗ шутланать.

1555-мӗш çулта, утă уйăхӗн 23-24-мӗшӗсенче Хусана каякан Хусан тата Свияжск архиепископӗ Гурий [1] Шупашкара чарăнать, Хаяр Йăван хушнипе вырăна сăваплать, пулас кремлӗн чиккисене палăртать, Введенски соборĕ вырăнĕнче йӗтĕн пиртен çĕленĕ чиркӳ лартать. Çав çултах кремле те тунă.

Кремль сăрт çинче ларнă пулнă. Хальхи вăхăтра унта Иванов Константин Васильевич тата Çеçпĕл Мишши урамӗсем вырнаçнă. Кремль ăшне воевода картишӗпе приказ çурчӗ, хысна, тӗрме, аманат картишӗ тата чиркӳсем туса лартнă. Çавăн пекех унта дворянсен, боярсен, тӳре-шарасен, тӗн ӗçченӗсен тата ухăçсен çурчӗсем вырнаçнă пулнă.

Виççӗмӗш тапхăртӳрлет

Ку тапхăр 1660-мӗш çулсенчен пуçласа XVIII ӗмӗр вӗçне çити тăсăлать. Вăл чул зодчествин аталанăвӗпе палăрса тăрать. Мӗн пур хулана тенӗ пекех çунтарса янă вăйлă пушар хыççăн чултан пысăк собор чиркӗвне, Введенски соборне туса лартнă. Вăл — паянхи кунччен чылай юлнă чул зодчествин пӗрремӗш палăкӗ. Ун хыççăн тата Троицки соборне, сăваплă Николай валли хушса тунă Толг Тур Амăшӗн тата Феодор Стартилатан хапха çийӗнчи чул чиркӗвӗсене лартнă.

Кремль пушарта темиçе хут та çунса кайнă. Вара 1704-мӗш çулта ăна çӗнӗрен тума шут тытнă.

XVIII ӗмӗрте чул çуртсене тăвас ӗç малалла пырать. Чиркӗве çӳрекенсем, ытти хула çыннисем укçа панипе нумай чул чиркӳ ӳссе ларать. Вӗсенчен нумайăшне йăлана кӗнӗ чатăр архитектурине кура тунă. Хăш-пӗр чиркӳсенче классицизм, теприсенче барокко сӗмӗ палăрса тăнă. Чылай чиркӗве фреска çыравӗпе хитрелетнӗ.

Купсасем пӗр тата икӗ хутлă чул çуртсем лартнă. Чул чиркӳсем, çуртсемпе хуралтăсем тунă хыççăн Шупашкар сăнӗ палăрмаллах улшăннă. «Шупашкар маншăн Чулхуларан пур енпе те лайăхрах», — тенӗ Екатерина II хулара пулса курнă хыççăн.

1773-мӗш çулхи пушар хыççăн Хусан кӗпӗрнаттарӗн архитектура служби тата Петӗрпе Мускав çурт тăвас комитечӗ Сенат хушнипе Шупашкар валли ятарлă план хатӗрленӗ. Ăна кура хула виçӗ пая пайланнă пулнă, Чебоксарка айккипе промышленноç çурчӗсене лартма юраман. Планăн пӗр пайӗ кăна пурнăçланнă.

Тăваттăмӗш тапхăртӳрлет

Тăваттăмӗш тапхăр XIX — XX-мӗш ӗмӗр пуçламăшӗпе тӳр килет.

1829-мӗш çулта ятарлă комисси «çӳлтен çирӗплетнӗ» çӗнӗ план хатӗрленӗ. Унта çуртсем мӗнлерех йышши пулмаллине, урамсен вырнаçăвне тӗплӗн çырса кăтартнă пулнă. Анчах та ку планпа та ытла усă курман. Планра маларах палăртнă кăнтăр кварталӗсене пачах та туман. Хăш-пӗр кварталсене вара «мелсӗр вырăн» пулнăран XX ӗмӗрчченех тума пуçламан.

Географи сăнлавĕтӳрлет

Шупашкар хули Атăлçи сăрчӗ çинче, Шупашкар шыв усравĕн сылтăм çыранӗ хӗррипе вырнаçнă. Пӗтӗмӗшле хула чиккин вăрăмăшӗ 83,3 çухрăмпа танлашать, çав шутра 67,0 çухрăм тип çӗрпе, 16,3 — Атăл çыранӗ хӗррипе.

Тӗп плана кура, хула лаптăкӗ 110 км² танлашать. Хула округӗн пӗтӗмӗшле лаптăкӗнчен шыв фончӗн çӗрӗсем 15,7 %, вăрман фончӗн вара 24,8 % йышăнаççӗ.

Вăхăт тăрăхĕтӳрлет

Шупашкар хули МСК (Мускав вăхăчӗ) тăрăхĕнче вырнаçнă. UTC вăхăтне кура +3 сехет хушăнать. [2]

Маларах асăннă вăхăта тата географи вăрăмлăхне кура вăтам хĕвеллӗ кăнтăр вăхăчӗ 11.51 пуçланать.

Çĕр пичĕн тытăмĕтӳрлет

Геоморфлоги тĕлĕшĕнчен хула Аталçи платовĕ чиккинче тăрать. Çĕр çийĕн чăн паллисем 53 пуçласа 205 метра çити улшăнма пултараççĕ. Шупашкарта çырмаллă вырăнсем чылай. Хулан структуринче ытларах çырма рельефĕ палăрать, пĕчĕк юханшывсем те (Чебоксарка, Сугутка, Кайбулка, Кувшинка, Трусиха, Кӗçӗн Кувшинка) хулана хăйне майлă сăн кӳреççĕ. Çавна май хулара çуртсем юханшывсен чиккинче вырнаçнă. Вĕсем административлă районсем йĕркелесе кăнтăр еннелле сарăлаççĕ те (шалалла 10 çухрăм) Кӳлмек патĕнче амфитеатр евĕр пĕрлешеççĕ.

Атăл айлăмĕн сулахай çыранĕ ейӳ, çуркунне шыв илет. Сылтăм çыранĕ вара çӳллĕ, чăнкă, ăна шыв илеймест.

Хăш-пĕр вырăн сăртлă пулнипе хула районĕсене çыхăнтармашкăн кĕперсем тума тивнĕ.

Хальлĕхе хулара 5 тĕп кĕпер пур: Гагарин, Калинин, Мускав, Октябрь, Сăкăт.

Климаттӳрлет

Шупашкар климӑчĕ — вăтам континенталлă, ăна сивĕ çурçĕр тата нӳрлĕ атлантика сывлăш массисем йĕркелеççĕ. Кунсăр пуçне Шупашкар климӑчĕ çине Ази континенчӗ те витĕм кӳрет.

Хĕлле — сивĕ, юрлă, вăтамран 5 уйăх тăсăлать. Çулла — ăшă, хăш чух шăрăх, 3 уйăх йышăнать.

Çулталăк вăхăчĕсем улшăннă чух, çуркуннепе кĕркунне, çанталăк улшăнуллă, сывлăш температури кĕтмен çĕртен анма е хăпарма пултарать, çуркуннен иккĕмĕш çурринче юр-çумăр калăпăшĕ ӳсме, кĕр пуçламăшĕнче вара чакма пултарать. Куçăм тапхăрĕ çуркунне пĕр-икĕ уйăх, кĕркунне — икĕ уйăх йышăнать.

Шупашкар нӳрлĕх шайĕ çителĕклĕ вырăнта вырнаçнă, анчах та вăл хăвăрт улшăнать. Юр-çумăр сахал пулнăран нӳрлĕх хăвăрт пăсланать, тăтăшах çĕр типет.

Юр чӳк уйăхĕн 3-мĕш декадинче ларать те ака уйăхĕччен ирĕлмесĕр выртать, акан варринче вара пĕтĕмпех ирĕлсе пĕтет. Юр çулталăкра пурĕ 150—160 кун выртать.

Хула тытăмĕтӳрлет

Администрациллĕ пайланутӳрлет

Тĕп статья: Шупашкарăн администрациллĕ пайланăвĕ

Хула виçĕ районран тытăнса тăрать: Калинин районĕ, Ленин районĕ, Мускав районĕ, ҫавӑн пекех ӑна Атăл лешьенчи çĕр тытăмĕ пӑхӑнса тӑрарть.

Шупашкара хула тăрăхĕн статусне панӑ.

Ҫавӑн пекех тăрăха Çĕнĕ Лапсар, Сосновка, Северный тата Чандрово ялӗсем кӗреçĕ.

Этимологитӳрлет

Шупашкар тесе çыраççĕ, каланă чух Шубашкар теççĕ. Шубаш тени тĕрĕк чĕлхисенче «çарсемпе тăрăхсен енçисене» палăртнă. Вырăсла «наместник» пулать. Енçĕ çумĕнче проффессиллĕ çар çыннисем — чăвашсем — хĕсметре тăнă. Вĕсем пĕчĕк кӗсъе командирĕсем пулнă, çармăссене çар ĕçне вĕрентсе тăнă. Ун чух чăваш, тутар тата çармăс тени халăха пĕлтермен, сословине пĕлтернĕ. Сăмахĕ икĕ пайран тăрать: Шупаш тата кар (карса çирĕплетес), карман сăмахран ĕнтĕ. Шупашкар тени Субашăн тата чăваш карманĕ (крепоçĕ) тенине пĕлтерет. Унсăр пуçне Шупашкар хулине Шупаш ятлă паттăр чăваш е чăваш кнеçĕ никĕсленни çинчен каланă халап та пур.

Тепĕр тĕслĕхпе «Шупашкар» сăмаха Четай районĕнчи диалекчĕпе палăртма пулат, «Шу пош — Шыв пуçĕ»[2] палăртат, «Кар» — сăмах карталанă хулана пĕлтерет. Чăваш сăмахлăхĕнче «Шу — Шыва» (тĕрĕксен Су) палăртать: йокан шу, шу йокки, шу армань, шу пулли, шу хĕрри тата ытти. Иккĕмĕш сăмах пайĕ «Паш, Пош — Пуçа» пĕлтерет, тĕрĕк чĕлхинче «Баш», виççĕмĕш пайĕ «Кар — Карта» сăмаха палăртат, финн-укăрсен кар сăмахĕ хулана пĕлтерет, вĕсен чĕлхинчи хуласем СыктывКар, Шурышкар, Дондыкар, Весьякар, Эбгакар, Утэмкар, Иднакар, Ижкар, КудымКар, Кукар (халь Советск хули Киров облаçĕнчи), чăваш ял ячĕсем: Шошкар, Муркар, Пушкар. "Кар е Карта" вырăс чĕлхинче: Город, Городить, Ограда, Огрождение, Огрожденный пĕлтерет,, шведссен чĕлхинче — Гард теççĕ, хăшпĕрисем кар ăмаха булгаризм тесе калаççĕ. В. Г. Егоров ăна иран сăмахĕ тесе шутлать. Ф. И. Гордеев шухăшĕпе те çакнашкалах пулать, ирансен x’ar — çĕршыв, хула сăмахĕнчен пулнă тет. Тутар варианчĕнче «Су Баш» — «юханшыв юппине» пĕлтерет, тӳррĕн куçарсан «юханшыв пуçĕ/пуçламăшĕ», çав сăмахах «Шыв Пуçĕ» е вырăнти калаçура «Шу Пош» тата «Шу Поç» пĕлтерет. Шупашкар йĕрĕ таврашĕнчи ялсен ячĕсем: Онгапось, Сятрапось и Шупоси. Аякрарах урăх чăваш ялĕсен ячĕсем: Пайтуканпуç (ерилкино), Çырмапуç (сырмапусь), Талкăшпуç (малоганькино), Ăсапуç (смолькино), Таркăнпуç (большая тархановка), ЧăллаПуç (Челно-Вершины),

ÇырмаПуç (сырмапусь), ЕршеПуç (Ершипоси), Çăлпуç (Аксарино), Шетмĕпуç (Шатьмапоси), Шупуç (Шупоси), Юнкăпуç (Юнгапоси), Юханпуçĕ (Юганпоси), Çырпуçĕ (Сирпозе), Ербаш (Ербашка; чув.Ерпаш).

В ст. о Шуматовском приходе Вы речку Ербаш (Ерпаш) произвели от йор — снег, между тем как известно, что мелкие реки у чуваш — сьырмары шузам — называются более по местности; поэтому Ер есть ни что иное, как тюркское (т. старо-чувашское) а оно же и русское яр — крутой берег — нынешн. чувашск. сьыр (а от него сьырма), а башь — татарск. башы, так что Ербаш — нынешн. чувашскому сьырма позе(ь) — голова (вершина) оврага.— Н. И. Золотницкий Письмо В. К. Магницкому, 1875 год

Шупоськар ~ Шупашкар -> Шывпуç карĕ — Город на реке «Шыв пуçĕ».

Влаҫ тытăмĕтӳрлет

Хула администрацийĕн пуçлăхĕ — Ладыков Алексей Олегович.

Вĕрентӳ ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ — Кудряшов Сергей Владимирович.

Ҫĕнĕ Шупашкар хула-спутник тата Шупашкар агломерацийĕтӳрлет

Шупашкар хулин спутникӗ пур — Çĕнĕ Шупашкар, вӗсенче пурӗпе 680 пин ытла ҫын пурнать [3], полицентрла агломерацине йӗркеленĕ.

2008-мӗш ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештересси пирки референдум ирттернӗ, анчах та Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансенчен нумайӑшӗ хирӗҫ пулнӑран ку ыйтӑва татассине ӳлӗме хӑварнӑ. [4] 2019 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.

Çутĕç, ăслăлăхтӳрлет

Вĕрентӳ керменĕсемтӳрлет

Ăслăлăх-тĕпчев институчĕсемтӳрлет

  • Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ

Культуратӳрлет

Театрсемтӳрлет

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ.

Фестивальсемтӳрлет

Вулавăшсемтӳрлет

  • Чăваш республикин ачасемпе çамрăксен вулавăшĕ

Музейсемтӳрлет

  • Чăваш наци музейĕ Адрес: 5 çурт, Хĕрлĕ лапам.
  • Чăваш патшалăх ӳнер музейĕ
  • Сăра музейĕ
  • Курав-музей центрĕ. Адрес: 8 çурт, Ехрем купса урамĕ.
  • Этнографи тата вăрçă мухтавĕн музейĕ, вăхăтлă куравсем.
  • Чăваш патшалăх ӳнер музейĕ. Адрес: 8 çурт, Ехрем купса урамĕ. Адрес: 60 çурт, Калинин урамĕ.
  • Ӳнер пухăмĕ (Атăл çинче). Адрес: 4 çурт, К. Иванов урамĕ.
  • ЧПӲМ вырăс тата ютçĕр ӳнер уйрамĕ.
  • В. И. Чапаев музейĕ. Адрес: 46А çурт, Ленин проспекчĕ (Чапаев скверĕ)
  • Хальхи ӳнер центрĕ. Адрес: 1/15 çурт, Президент бульварĕ.
  • К. Иванов ячĕллĕ литература музейĕ. Адрес: 4 çурт, К. Иванов урамĕ. Адрес: 20 çурт, Дзержинский урамĕ.
  • Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ литература музейĕ. Адрес: 8 çурт, Çеçпĕл урамĕ.
  • Спиридонов М. С. хваттер-музейĕ. Адрес: 1 çурт, Спиридонов урамĕ.
  • Халăх пултарулăхĕн çурчĕ. Адрес: 32 çурт, К.Маркс урамĕ.
  • Культурăпа курав центрĕ «Асамат кĕперĕ». Адрес: 4А-1 çурт, Эльмень урамĕ
  • Ӳнер пухăмĕ "Акварель. Адрес: 6Б çурт, Сверчков урамĕ.
  • Вăрман республика музейĕ. Адрес: 10 çурт, Вăрман паççулки.
  • Геологи музейĕ. Адрес: 12 çурт, Ехрем купса бульварĕ.
  • В. И. Чапаев ячĕллĕ ĕ/п музейĕ. Адрес: 7Д сурт, Промышленная-КАР.
  • Чăваш Ен милицин кун-çулĕ. Адрес: 3 çурт, Энгельс урамĕ.
  • Пушар техникин куравĕ. Адрес: 37 çурт, К.Маркс урамĕ.

Скверсем, парксемтӳрлет

Шупашкар XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчех симĕс хула пулнă. Хула урамĕсенче йывăç нумай пулнă пулин те, ятарласа илемлетме лартнă ӳсен-тăрансем пулман. 1930 çулччен урамсене пачах та хитрелетмен.

Тӳремсем:

Парксем:

Скверсем:

  • «Гузовской культурисем» çутçанталăк палăкĕ.

Шыв айĕнче юлнăтӳрлет

Радиотӳрлет

Тăтăшлăх, МГцЯчĕТăтăшлăх, МГцЯчĕ
98,5«Вести FМ»103,0«Детское радио»
99,5«Радио Маяк»103,5«Ретро FM»
99,9Радио Чувашии-России104,2«Love Radio»
100,3«Тӑван радио»105,0«Национальное радио Чувашии»
100,7«Дорожное Радио»105,7Радио Дача
101,5«Авторадио»107,0«Русское Радио»
102,0«Радио родных дорог»107,9«Радио Звезда»
102,5«Европа Плюс»

Чыслă граждансемтӳрлет

Тăванлă хуласемтӳрлет

Шупашкарăн 3 тăванлă хула:

Çавăн пекехтӳрлет

Асăрхавсемтӳрлет

Вуламаллитӳрлет

Каçăсемтӳрлет


🔥 Top keywords: Тĕп страницаМодуль:ArgumentsИндонезиУзбекистанПулăшу:ТупмаллиТвиттерЕгипетЯтарлă:Свежие правкиИншааллахПельш Валдис ЭйженовичБерлинВикипеди:Википеди çинченТольяттиФашизмÇу, 8Стамбул937Википеди:ПорталКурт чĕлхиВикипеди:Википеди ăшлăхĕ.mnПульницăВикипеди:КанашлуСанкт-Петербург патшалăх университечĕ695Википеди:ХыпарсемКăвак пĕсехеГипертытăмлă хисепАвăн, 22Дрозд Максим ГеоргиевичХӳресĕр çĕрти-шыврисемНор (департамент)MediaWikiКуславкка1995Ытарлă пĕрчĕПсихологиЯтарлă:ПоискГенрих II (Франци королĕ)ТопинамбурКитай Халăх РеспубликиДжастин БиберОслоКивĕ Эйпеç (Улатăр районĕ)Ивашов Леонид ГригорьевичМесси ЛионельÇурçĕр Македони Республики.joВикипедиЖозефина БогарнеВăтаçĕр тинĕсĕ1867Кит евĕрлисемӨзбек тылВикимедиа фончĕЧӳк, 3Кариб тинĕсĕМишина Ксения АлександровнаÇĕрпӳ уесĕВикипедин чĕлхе уйрăмĕсемГривнаСалоникиСăпсаХĕллехи XX-мĕш олимп вăййисемКуккурусЭлектронвольтВикисăмахсарШумерАмерикăри Пĕрлешĕннĕ ШтатсемКалифорниФункцин тăхăмĕНарăс, 29Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕИккĕмĕш Тĕнче вăрçиСевастопольКатегори:Çурлан 1-мĕшĕнче вилнисемВикипеди:ТупмаллиРубин Хусан ФКАвстралиМари-Агнес Штрак-ЦиммерманПĕтĕм тĕнче кăнарлăхĕЙытăВикиманиАйсин РусланМаркиза де ПомпадурКатегори:Кăрлачăн 8-мĕшĕнче çуралнисемДиафрагма (анатоми)УрпаЧех РеспубликиЧехи ялавĕЛатин чĕлхи.myВикиампарХиггс бозонĕЭлистаМонгол чĕлхисемПичкеИндонези рупийĕГипотенуза