Тимĕр

Тимĕр / Ferrum (Fe)
Атом номерĕ26
Ансат япалалăхăн курăмĕПитĕ таса тимĕр (99,97 %) туптанакан çыхланакан шурă-кĕмĕл тĕслĕ метал
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
55,847 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ126 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
759,1(7.87) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ[Ar] 3d6 4s2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус117 пм
Ион радиусĕ(+3e) 64 (+2e)74 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1.83
Электрод потенциалĕFe←Fe3+ -0,04 В
Fe←Fe2+ -0,44 В
Оксидлав капашĕсем6, 3, 2, 0, -2
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх7,874 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш25,14[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх80,4 Вт/(м·K)
Шăрану температури1 812 K
Шăраннин пайлавла ăшши247,1 кДж/кг 13,8 кДж/моль
Вĕрев температури3134 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ~6088 кДж/кг ~340 кДж/моль
Моль калăпăшĕ7,1 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕкубла калăпăшĕпе центрланă
Решетке периочĕ2,866 Å
c/a танлашăнни
Дебай температури460 K
Fe26
55,847
[Ar]3d64s2
Тимĕр

ТимĕрЭлементсен периодикăллă системин хими элеменчĕ авăр хисепĕ 26, символĕ Fe (лат. Ferrum), шурă-кĕмĕл тĕслĕ. Тап-таса чух туптануллă куçăмлă металл, авалтанах çын унпа анлă усă курать.

Кун-çулĕтӳрлет

Пирĕн эрăччен IV пинçуллăхра авалхи тимĕртен тунă япаласене авалхи шумерсен тата Авалхи Икĕпат тĕнчин вырăнĕсенче археологи ĕçĕсемпе çĕр чавса тупнă. Çав тапхăрта тимĕртен тунă хатĕрсем — çĕмренсен тăррисем (вĕçĕсем) тата илемлĕ капăрлăхсем пулаççĕ. Вĕсене тунă чухне метеорит тимĕрĕпе, тĕплĕнрех, тимĕр-никĕл пĕрлĕ хутăш шăранчăкĕпе усă курнă.

Пирĕн эрăччен иккĕмĕшпе виççĕмĕш пинçуллахсем хушшинчи тапхăрта Месопотамире, Анатолире тата Икĕпатра тимĕртен шăратса тунă пĕрремĕш япала хатĕрĕсĕм (вĕсенче никкĕл çуккипе палăртаççĕ). Çапла пулсан та, этеплĕх япалисене хатерленĕ чухне тимĕрпе усă курнă. Çавăнпа ĕнтĕ, тимĕр çав чухне питĕ хаклă — ылтанран та пысăк пĕлтерĕшлĕ — шутланнă.

«Илиада» тапхăрĕнче хĕçпăшала бронзăран тунă, çапах та Гомер («Илиадăн» 23-мĕш юрринче) çапла çырать: лаптак çаврашкана (диск) инçе ывăтас ăмăрту çĕнтерӳçне — Ахилла — тимĕр диск парнине панă. Пирĕн эрăччен 1600 — 1200 çулсенче тимĕрçĕ ĕçĕ Çывăх Тухăçра та саралнă, анчах та бронзăна хуса çитеймен.

Пирĕн эрăчченхи XII-ре X ĕмĕрсем хушшинче Çывăх Тухăçра хатĕрпе хĕçпăшал тăвас ĕç-пăшлăх питĕ хăвăрт ӳссе пырать — кулленхи пурнăçа бронзăна тимĕр улăштарсах пырать. Ахăртнех, çакă хăвăрт улшăну бронзăна шăратса тумаллин пайĕ — тăхланĕ — çителĕксĕррипе пулнă. Тимĕрпе пур çĕрте те усă курма пуçланă тапхăра тимĕр ĕмĕрĕ теççĕ.

Авалхи саманара тимĕре чĕрĕ сывлăшпа вĕртерсе тунă. Çак мелпе тимĕр тăприпе йывăç кăмрăкĕн пĕтĕрĕнсе хутăшакан сийĕсем ятарлă курнăра шăранаççĕ. Тăпрана хĕртнĕ май чуста евĕр купккăллă тимĕр, çунăк каяшран туптаса тасатаççĕ. Пĕрремĕш курнари температура çав тери хĕрӳ пулман — чукунăн шăрату температуринчен сивĕрех, çапла тимĕр сахал углеродлă пулса тухнă пулнă. Çавăнпа та хăш чух тимĕр япалан çиелти сийĕсене углеродпа тачăлатса кăмрăкпа тепĕр хут хĕртсе çирĕплетнĕ. Çакăн пек тунă тимĕр хатĕрсем бронзăран шанчăклăрах пулнă.

Малашнелле тимĕр шăратма курнăсене лайăхрах ăсталанă (вырăсла домна тенĕ), вĕсен хĕрӳ температури тимĕре чукуна куçарма виçене çитнĕ. Пĕрмĕш чукуна сиен çум тупăçĕ вырăнне хунă (акăл. pig iron, вырăсла сысна тимĕрĕ, чушка (çак сăмахран, ĕнтĕ, «чукун» пулса тухать) тенĕ. Каярах, курнара сывлăшпа хытă вĕрсе тепĕр хут хĕртсе шăрантарсан чукунран паха тимĕр тулса тăрать. Çак икĕ хушă куçăмпа тимĕре шăратасси чи тупăçлă меслет шутланать. Çак мелпе тимĕре темиçе ĕмĕр шăратнă.

Метеорит тимĕрĕпе Китайра, Европăри пекех, пĕр вăхăталлах усă курма тытăннă. Тимĕр тăвас промăçлă, ахăртнех, унта п.э. VIII ĕмĕрте пуçланнă. Чукун тума п.э I ĕмĕрте тытăннă.

Пĕр шухăшпа, хурçăпа чукуна шăратас ĕçе Европăна монголсем Раççей урлă илсе çитернĕ.Тĕплĕнрех Тимĕр кун-çулĕ статьяна вулăр.

Тимĕр геохимийĕтӳрлет

Тимĕрлĕ шывлă гидротермал çăлкуçĕ. Тимĕр йӳçĕкленĕвĕсем шыва хăмăрлатаççĕ.

56Fe тимĕр изотопĕ тăнăç тĕшĕлли шутланнă:

Тимĕр минералĕсемтӳрлет

Тупăçланитӳрлет

Промăçлăхра тимĕре тимĕр тăпринчен, ытларах гематитпа (Fe2O3) тата магнетитран (Fe3O4) тăваççĕ.

Тимĕр тăпринчен тимĕре çитерес темиçе меслет пур. Чи анлă усă курмалли домнăра шăратасси.Ӗç пулăмĕн пĕрремĕш пайĕ — тимĕре углеродпа 2000 °C температурăллă домна кăмакинче çĕнетни. Домна кăмакине кокс ăшĕнчи углерод, агломерат е окатышпа флюслă (тĕслĕх, акшар) тимĕр тăприне çӳлтен яраççĕ, аялтан вĕри сывлăша хăвалаççĕ.

Кăмакара кокс углерочĕ сывлăшри йӳçлĕкпе углеродăн монооксичĕ (сĕрĕм) пуличчен йӳçет:

2C + O2 → 2CO↑.

Хăй енчен, тимĕре тăпраран сĕрĕм те çĕнетет:

3CO + Fe2O3 → 2Fe + 3CO2↑.

Усă курнитӳрлет

Тимĕрĕн чĕрĕ тăпри

Тимĕр — чи усă курмалли металл, тĕнче металлургинче 95 % яхăн ĕçе кĕрет.

  • Тимĕр — конструкциллĕ материалсен йышне кĕрекен хурçăпе чукунăн тĕп компоненчĕ.
  • Тимĕр хутăш шăранчăксене кĕрет — сăмахран, никĕллисене.
  • Тимĕрĕн магнитлă йӳçĕкĕ

Физика пахалăхĕсемтӳрлет

Изотопĕсемтӳрлет

Тĕп статья: Тимĕр изотопĕсем


Çавăн пекех пăхăртӳрлет

  • Тимĕр оксичĕсем
  • Тимĕр гидроксичĕсем

Асăрхатарусемтӳрлет

  1. ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т. — Мускав: Советская энциклопедия, 1990. — Т. 2. — С. 140. — 100 000 экз.

Каçăсемтӳрлет

🔥 Top keywords: Тĕп страницаМодуль:ArgumentsИндонезиУзбекистанПулăшу:ТупмаллиТвиттерЕгипетЯтарлă:Свежие правкиИншааллахПельш Валдис ЭйженовичБерлинВикипеди:Википеди çинченТольяттиФашизмÇу, 8Стамбул937Википеди:ПорталКурт чĕлхиВикипеди:Википеди ăшлăхĕ.mnПульницăВикипеди:КанашлуСанкт-Петербург патшалăх университечĕ695Википеди:ХыпарсемКăвак пĕсехеГипертытăмлă хисепАвăн, 22Дрозд Максим ГеоргиевичХӳресĕр çĕрти-шыврисемНор (департамент)MediaWikiКуславкка1995Ытарлă пĕрчĕПсихологиЯтарлă:ПоискГенрих II (Франци королĕ)ТопинамбурКитай Халăх РеспубликиДжастин БиберОслоКивĕ Эйпеç (Улатăр районĕ)Ивашов Леонид ГригорьевичМесси ЛионельÇурçĕр Македони Республики.joВикипедиЖозефина БогарнеВăтаçĕр тинĕсĕ1867Кит евĕрлисемӨзбек тылВикимедиа фончĕЧӳк, 3Кариб тинĕсĕМишина Ксения АлександровнаÇĕрпӳ уесĕВикипедин чĕлхе уйрăмĕсемГривнаСалоникиСăпсаХĕллехи XX-мĕш олимп вăййисемКуккурусЭлектронвольтВикисăмахсарШумерАмерикăри Пĕрлешĕннĕ ШтатсемКалифорниФункцин тăхăмĕНарăс, 29Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕИккĕмĕш Тĕнче вăрçиСевастопольКатегори:Çурлан 1-мĕшĕнче вилнисемВикипеди:ТупмаллиРубин Хусан ФКАвстралиМари-Агнес Штрак-ЦиммерманПĕтĕм тĕнче кăнарлăхĕЙытăВикиманиАйсин РусланМаркиза де ПомпадурКатегори:Кăрлачăн 8-мĕшĕнче çуралнисемДиафрагма (анатоми)УрпаЧех РеспубликиЧехи ялавĕЛатин чĕлхи.myВикиампарХиггс бозонĕЭлистаМонгол чĕлхисемПичкеИндонези рупийĕГипотенуза