Синичкин Виссарион Вениаминович

Синичкин Виссарион Вениаминович, — чăваш çыравçи, сăвăçи, драматургĕ. 1936 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мăн Ямаш ялĕнче çуралнă. 2003 çулхи чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче чĕри тапма пăрахнă.

1985 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать.

Пурнăçĕтӳрлет

1954 çулта Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Штанашри вăтам шкултан, кайран Мускав коопераци институтĕнчен вĕренсе тухнă. Колхозра ĕçленĕ, çарта пулнă.

1979-1989 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература редакторĕ, каярах Чăваш Ен Çыравçисен Пĕрлешĕвĕн çумĕнчи илемлĕ литературăна пропогандăлакан бюрон пуçлăхĕ пулнă.

Ӗçĕсемтӳрлет

Унăн пĕрремеш калавĕ 1968 çулта «Çамрăк коммунист» хаçатра пичетленнĕ. В. Синичкин калавсемпе повеçсем, пьесăсем, сăвăсем çырнă, куçару енĕпе те ăнăçлă ĕçленĕ. В. Козловăн «Чул утрав президенчĕ» кĕнекине, Самара çыравçин В. Мясниковăн калавĕсене чăвашла куçарнă. Унăн «Салтак амăшĕ» драмине К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче лартнă.

Паллăрах кĕнекисем:

  • «Салтак тутăрĕ» (1981);
  • «Çулăмсăр тĕтĕм» (1983);
  • «Пуçлăха мĕнле юрамалла-ши?» (1986);
  • «Кăвак чаршав» (1987);
  • «Хĕвел ури» (1989, 1997);
  • «Тавраннă телей» (1991);
  • тата ыттисем.
🔥 Top keywords: Тĕп страницаМодуль:ArgumentsИндонезиУзбекистанПулăшу:ТупмаллиТвиттерЕгипетЯтарлă:Свежие правкиИншааллахПельш Валдис ЭйженовичБерлинВикипеди:Википеди çинченТольяттиФашизмÇу, 8Стамбул937Википеди:ПорталКурт чĕлхиВикипеди:Википеди ăшлăхĕ.mnПульницăВикипеди:КанашлуСанкт-Петербург патшалăх университечĕ695Википеди:ХыпарсемКăвак пĕсехеГипертытăмлă хисепАвăн, 22Дрозд Максим ГеоргиевичХӳресĕр çĕрти-шыврисемНор (департамент)MediaWikiКуславкка1995Ытарлă пĕрчĕПсихологиЯтарлă:ПоискГенрих II (Франци королĕ)ТопинамбурКитай Халăх РеспубликиДжастин БиберОслоКивĕ Эйпеç (Улатăр районĕ)Ивашов Леонид ГригорьевичМесси ЛионельÇурçĕр Македони Республики.joВикипедиЖозефина БогарнеВăтаçĕр тинĕсĕ1867Кит евĕрлисемӨзбек тылВикимедиа фончĕЧӳк, 3Кариб тинĕсĕМишина Ксения АлександровнаÇĕрпӳ уесĕВикипедин чĕлхе уйрăмĕсемГривнаСалоникиСăпсаХĕллехи XX-мĕш олимп вăййисемКуккурусЭлектронвольтВикисăмахсарШумерАмерикăри Пĕрлешĕннĕ ШтатсемКалифорниФункцин тăхăмĕНарăс, 29Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕИккĕмĕш Тĕнче вăрçиСевастопольКатегори:Çурлан 1-мĕшĕнче вилнисемВикипеди:ТупмаллиРубин Хусан ФКАвстралиМари-Агнес Штрак-ЦиммерманПĕтĕм тĕнче кăнарлăхĕЙытăВикиманиАйсин РусланМаркиза де ПомпадурКатегори:Кăрлачăн 8-мĕшĕнче çуралнисемДиафрагма (анатоми)УрпаЧех РеспубликиЧехи ялавĕЛатин чĕлхи.myВикиампарХиггс бозонĕЭлистаМонгол чĕлхисемПичкеИндонези рупийĕГипотенуза