Грозный

Раççей хули

Грозный (чечен Соьлж-ГIала — Сунжа çинчи хула) — Çурçĕр Кавказри хула, Чечен Республикин тĕп хули.

Халăх йышĕтӳрлет

2006 çулти шутлавпа 218,2 пин çын пурăннă.

Историтӳрлет

Хула урлă Сунжа шыв юхать. 1818 çулта Уйрăмлă кавказ корпусĕн çарпуçĕ инфантери генералĕ Алексей Ермолов хушнипе Грозная карманне никĕсленĕ. Çак карман ту çинчи чеченсене Ханкала ту хушăкĕпе айлăма тухмалли çула хупăрласа тăнă. Карман Сунжăн çирĕплетнĕ хӳтлĕхĕн тăрăхне кĕнĕ. Кунта хĕсметре Михаил Лермонтов тата Лев Толстой пулнă. 1870 çулта хăйĕн стратеги сĕмне çухатнă май Тер облаçĕн хули шутне кĕртнĕ.1893 çулта кунта нефть уçлама тытăннă, вара Грозный хули Кавказăн пысăк промыçлă тĕпĕ пулса тăрать.1922 çулхи юпа, 30 хула Чечен автономлă облаçĕн тĕп хули пулать (Горская АССР-тан уйăрса кăларсан), 1934 çулхи кăрлач, 15— Чечен-Ингуш автономлă облаçĕ, 1936 çулхи раштав, 5 — Чечен-Ингуш АССР. 1944 çулхи пуш, 7 чеченсене, ингушсене депортациленĕ май хулана Ставрополь Енĕн Грозный округĕн тĕпĕ туса хунă, 1944 çулхи пуш, 22 каллех уйрăм регионăн — Грозный облаçĕн тĕпĕ, 1957 çулхи кăрлач, 9 чеченсемпе ингушсене реабилитациленĕ хыççăн, — çĕнĕрен йĕркеленĕ Чечен-Ингуш АССР-ĕн тĕп хули.1958 çулхи çурла вĕçĕнче нацисен хутшăнăвĕнче пăтăрмах сиксе тухнă: çирĕм çулхи вырăс каччине чиксе вĕлернĕ пирки вырăнти влаçа хирĕç пăлхав пуçланнă. Влаçа айăпласа, ирĕклесе пухман митинг хутшăнакансем республикăн КПСС обкомĕн, КГБ тата МВД çурчĕсене вăйпа кĕрсе кайнă. Митингра çакăн пек йышăннă:

  • 1958 çулхи çурла, 27 ЧИ АССР-ĕнчен Грозный облаçне е Тĕрлĕнациллĕ совет социалиллă республика туса хумалла.
  • Чеченсен, ингушсен шучĕ Грозный облаçĕнче 10 % ытла пулмалла мар.
  • Грозный облаçне промыçлă тата ялхуçалăх ĕçĕсене тума ытти республикăсенчен тĕрлĕчĕлхеллĕ çамрăк çынсене, комсомолецсене куçармалла.

Тата КПСС ЦК пĕрремĕш секретарьне Никита Сергеевич Хрущёва кунта килме чĕннĕ; митинг ертсе пыракансем хулари телефонистсене ирĕксĕррĕнех хăйсене Хрущевăн йышăну пӳлĕмĕпе çыхăнтарма хушнă. Çурла, 28 каçхине митинга çар ушкăнĕсен вăйĕпе салатса аркатнă, унта хутшăннă çынсене аресленĕ, кайран вĕсене тĕрмене хупнă.

1991 çулхи чӳк, 1 Чечен халăхĕн Пĕтĕмнаци конгресĕ Джохар Дудаев ертсе пынипе Чечен-Ингушети Республикинчен икĕ республика: суверенлă Чечен Республики (тĕп хули — Грозный) тата РСФСР шутĕнчи Ингуш Республики пулса тăнине пĕлтернĕ.

1994 вĕçĕнче тата 1999 вĕçĕнче хулана штурмпа Раççей федераллă çарĕсем туртса илнĕ, 1996 çурла уйăхĕнче — чечен сепаратисчĕсем çĕнтерсе илнĕ, çак çапăçусенче хула питĕ хытă арканнă.

Урăх çĕртре кăтартнитӳрлет

🔥 Top keywords: Тĕп страницаМодуль:ArgumentsИндонезиУзбекистанПулăшу:ТупмаллиТвиттерЕгипетЯтарлă:Свежие правкиИншааллахПельш Валдис ЭйженовичБерлинВикипеди:Википеди çинченТольяттиФашизмÇу, 8Стамбул937Википеди:ПорталКурт чĕлхиВикипеди:Википеди ăшлăхĕ.mnПульницăВикипеди:КанашлуСанкт-Петербург патшалăх университечĕ695Википеди:ХыпарсемКăвак пĕсехеГипертытăмлă хисепАвăн, 22Дрозд Максим ГеоргиевичХӳресĕр çĕрти-шыврисемНор (департамент)MediaWikiКуславкка1995Ытарлă пĕрчĕПсихологиЯтарлă:ПоискГенрих II (Франци королĕ)ТопинамбурКитай Халăх РеспубликиДжастин БиберОслоКивĕ Эйпеç (Улатăр районĕ)Ивашов Леонид ГригорьевичМесси ЛионельÇурçĕр Македони Республики.joВикипедиЖозефина БогарнеВăтаçĕр тинĕсĕ1867Кит евĕрлисемӨзбек тылВикимедиа фончĕЧӳк, 3Кариб тинĕсĕМишина Ксения АлександровнаÇĕрпӳ уесĕВикипедин чĕлхе уйрăмĕсемГривнаСалоникиСăпсаХĕллехи XX-мĕш олимп вăййисемКуккурусЭлектронвольтВикисăмахсарШумерАмерикăри Пĕрлешĕннĕ ШтатсемКалифорниФункцин тăхăмĕНарăс, 29Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕИккĕмĕш Тĕнче вăрçиСевастопольКатегори:Çурлан 1-мĕшĕнче вилнисемВикипеди:ТупмаллиРубин Хусан ФКАвстралиМари-Агнес Штрак-ЦиммерманПĕтĕм тĕнче кăнарлăхĕЙытăВикиманиАйсин РусланМаркиза де ПомпадурКатегори:Кăрлачăн 8-мĕшĕнче çуралнисемДиафрагма (анатоми)УрпаЧех РеспубликиЧехи ялавĕЛатин чĕлхи.myВикиампарХиггс бозонĕЭлистаМонгол чĕлхисемПичкеИндонези рупийĕГипотенуза